Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗнче уҫлӑхӗнче ҫынсем усӑ куракан мӗнпур информацие тӗрӗслесе тӑма палӑртать иккен. Ҫакӑн пирки паян чылай интернет-кӑларӑм тенӗ пекех хыпарларӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки вара малтанласа «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Интернет-уҫлӑхри ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби провайдерсене интернет-трафик пирки информацие ҫырса пыма тата ӑна упрама хушасшӑн имӗш. Спецслужбӑсем интернет-правайдерсен даннӑйӗсен бази патне тӳрремӗнех тухайӗҫ, телефон номерӗсене, IP-адрессене, халӑх тетелӗсенче шута илнине, электрон почта адресӗсене тата тӗнче тетелӗпе усӑ куракансене сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫавӑн валли кирлӗ оборудование операторсен ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтармалла иккен.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсем Сталин саманипе танлаштарнине те илтме тивет. Ун йышшисем уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-шим тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хӑшӗсем вара: «Банкра укҫа-тенкӗ ҫук, ют арӑмсем патне чупмастӑп. Ман нимрен те шикленмелли ҫук», — тесе ал сулаҫҫӗ.
Ҫапла пӗтӗмлетме май парать республикӑн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Вӑл ҫынсен ытларах пайӗ интернета карас ҫыхӑну хатӗрӗсем урлӑ тухма кӑмӑлларах панине асӑрханӑ-мӗн. Ҫыхӑну хатӗрӗсен шутне кӗсье телефонӗсем кӑна мар, смартфонсем тата планшет компьютерӗсем те кӗреҫҫӗ.
«Пысӑк виҫенлӗх» текен йыша кӗрекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: МТС, Вымпелком (тепӗр майлӑ каласан, «Билайн») тата Мегафон компанисем — республика территорийӗн 98-а яхӑн процентне тивӗҫтереҫҫӗ иккен. «Билайн» абоненчӗсен, сӑмах май, кашни виҫҫӗмӗшӗ карас интернечӗпе усӑ курать иккен. Интернет-трафикпа усӑ курнин калӑпӑшне кашни абонента пайласа шутласан пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчинчен кӑҫалхи ҫав уйӑхра виҫ хут нумайланнӑ.
Паянхи вӑхӑтра Тӗнче тетелӗсӗр этем хӑйӗн малалли пурнӑҫне курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мӗншӗн тесессӗн Тӗнче тетелӗ ҫынна самай усӑ кӳрет. Мӗн пур ыйтусен хуравӗсемпе, кулленхи хыпарсемпе тата ыттипе те тивӗҫтерме пултарать-ҫке вӑл.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Тӗнче тетелӗнче тата тепӗр ҫӗнӗлӗх йӑва ҫавӑрнӑ: малалла Шупашкарти троллейбуссен ҫӳревне online сӑнама пулӗ. Ҫӗнӗ ресурса Google карттин никӗсӗпе йӗркеленӗ.
Мӗнле усӑ кӳрет-ши ҫӗнӗлӗх? Тӗслӗхрен, ҫын чарӑнура обществӑлла траспорт кӗтсе тӑнӑ чухне хӑйне кирлӗ троллейбус халӗ ӑҫтарах пынине курма пултарать. Унсӑр пуҫне кунтах хулара пӑкӑланнӑ ҫулсене те асӑлхама май пур — ку хыпар уйрӑмах урапа водителӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пирки хыпарланӑ чух эпир «Ҫырса илме йывӑр пулӗ» тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та йӗркене пӑсакансем Чӑвашра та тупӑннӑ-мӗн. Ун пек пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Унта тӗрӗслевпе хаклав материалӗсене Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Ҫавӑн пек хӑтланнӑ хӗрӗн ӗҫне халӗ пӑрахӑҫласси пирки сӑмах пырать.
Асӑрханӑ ытти ҫитменлӗх пирки каласан, Комсомольскинчи вӑтам шкулта экзамен хыҫҫӑн материалсене кӑлтӑкпа пухнине палӑртнӑ. Теприсем карас телефонӗпе усӑ курнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ иккен. Экзамен бланкӗсене чылай ҫӗрте ӑна тытакансемсӗрех шутлани те йӗркене пӑсни шутне кӗрет. Шупашкарти 18-мӗш лицейре экзамена вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал кӑлтӑксем паллӑ, патшалӑх экзаменӗсем вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ нумайланма та пултарӗ.
Ачасене урам витӗм кӳрет теме пӑхать те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ку сӑмахсенче тӗшши пурах-тӑр. Ӑс-хакӑл енчен ҫирӗпленсе ҫитмен шӑпӑрлансем ырӑпа усала уйӑрма пур чухне пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ. Тата вӗсене хӑйсем кӑна тӗрӗс пулнӑн туйӑнни те чӑрмантарать пулӗ.
Хальхи саманара ачасене урам кӑна-и, Тӗнче тетелне тухма май пурри те хӑйне май витӗм кӳрет. Пӗр енчен, ачамӑрсем урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳременни, куҫ тӗлӗнче (чылай чух компьютер умӗнче ларни) пулманни пӗр енчен савӑнтарать-ха. Анчах унта, Тӗнче тетелӗнче, мӗнле кӑна информаци ҫук-ши! Чи пӑшӑрхантараканни — лайӑххипе пӗрлех начарри те пурри. Ача-пӑчана ҫавӑнтан епле сирмелле-ха? Шӑпах ҫакӑн пирки «Ашшӗ-амӑшӗн уҫӑ пухӑвӗнче» калаҫма йышӑннӑ. Ӑна республикӑн Вӗренӳ министерствипе Информаци политикин министерстви йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти 17 сехет те 30 минутра пуҫланать. Ачасене усал хыпар-хӑнартан епле сыхласси пирки ачасен республикӑри уполномоченнӑйӗ Вячеслав Рафинов тата ыттисем ӑнлантарса парӗҫ.
Пысӑк хуласенче пурӑнакансене wi-fi тенипе тӗлӗнтереймӗн. Ҫакӑн пек меслет пулӑшнипе Тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кафесенче, суту-илӳпе кану ҫурчӗсенче тата ытти вырӑнта кӗме май пур. Паллах, пуринче те мар-ха, ҫапах та…
Улатӑрти «Почта» ятлӑ чарӑнӑва Интернет уҫлӑхне кӗмелли вырӑна ҫавӑраканни — «Билайн» компани. Чарӑнура тӳлевсӗр Интернетпа пӗрре кӗрсен 30 минут усӑ курма май пур. Wi-fi технологиллӗ планшетлӑ, коммуникаторлӑ е ноутбуклӑ ҫынсене талӑксерен паракан трафик — 1 Гб.
Чӑваш наци телевиденийӗн передачисене халӗ тӗнче тетелӗ урлӑ кирек хӑш вӑхӑтра та тӳрӗ эфирта курма пулать. Унтах — Чӑваш наци радиовӗн каҫми те пур. Сайтра телекуравпа радион программисем те пичетленеҫҫӗ.
Ку ҫӗнӗ пулӑм Чӑваш Республики тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсене уйрӑмах меллӗ. Кунсӑр пуҫне кабель телекуравӗпе усӑ курайманнисем те малашне чӑн чӑваш чӗлхипе калаҫакан телекӑларӑмсем пӑхма пултарӗҫ (шел пулин те, пур передачи те чӑвашла мар).
Чӑваш наци телекуравӗн интернетри адресӗ: http://ntrk21.ru/OnlineTV.aspx. Курма васкӑр!
Чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре усӑ курма чарнӑ сайтсен «хура списокӗ» ӗҫлеме пуҫланӑ. Реестра вӑл е ку сайта кӗртнине zapret-info.gov.ru адреспа тӗрӗслеме пулать.
Пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ӗҫ тума хистекен, сарӑмсӑр вилӗм патне туртакан, алкогольпе, наркотикпе, пируспа туслашма хӗтӗртекен информацие сарнӑшӑн «Ачасене сывлӑхне тата аталанӑвне сиенлетекен информацирен хӳтӗлесси ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнман граждансене — 3 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене тата усламҫӑсене 25 пин, юридици сӑпачӗсене 200 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ.
Хӑш чух, пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, эпӗ ҫынсем Тӗнче тетелӗнсе мӗн шыранине пӗлес йытупа апаланса ларкалатӑп. «Яндекс.ру» шыравҫӑна тӗпе хурса тӗпчетӗп. Калас пулать, тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ тетел хӑнисем. Чи пӗрремӗш вырӑнта «Мӗн вӑл…?» ыйту ларать иккен. Юрату мӗнне пӗлесшӗннисем вара чи йышлисем. Романтика! Ун хыҫҫӑн «Эп ухмах пулсассӑн, ман мӗн тумалла?» ыйту вырнаҫнӑ. Сӑмахран, арҫынсем вӑл ыйтупа муритленмеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗ вара ҫак ыйту ҫине 5 млн. хурав парать иккен! «Мӗнле?» — ҫак ыйтупа тухакансем иккӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ. Суши апата мӗнле майпа ҫимеллине пӗлес шухӑшлисем малта. Унтан вара мӗнле тӗрӗс чуп тумаллине ыйтакансем. Виҫҫӗмӗш вырӑнтисем начарланас хуйхӑпа аппаланаҫҫӗ имӗш. «Ӑҫтан укҫа тупас?», «Ӑҫта-ши ман савни?». Юлашки ыйту ҫине 300 порносайт тухса тӑрать. «Кам?», «Кам куна тунӑ?» ыйтусемпе те сахал мар муритленекенсем. «Ҫывӑракан ҫына мӗншӗн фотоаппаратпа ӳкерме юрамасть?», — тесе йытаканнисем те чылай.
Пӗррехинче В. Путин телевиденире «Ку сакӑр ҫул эпӗ галера ҫинчи чура евӗрех ӗҫлерӗм (как раб на галерах)», — тенӗ пулать. Тахӑшне «как краб на галерах» тесе илтӗннӗ те, вӑл, паллах, тетелте — «Мӗншӗн Путин краб?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |